Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ашмарин Николай Иванович

Ашмарин Николай ИвановичАшмарин Николай Иванович — паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсле ыйтавӗсене ҫутатаканӗ. СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн пайташ-корреспонденчӗ (1929). 1870 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче Етӗрнере ҫуралнӑ. 1933 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Хусанта вилнӗ.

Кун-ҫулӗ

Кӑрмӑшри (халӗ Чулхула облаҫӗ) хула училищине (1894) тата Мускаври Лазаревсен институтне вӗренсе пӗтернӗ. Хусанти учительсен семинарийӗн наставникӗ (1899—1919), Ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫ археологи-этнографи институчӗн профессорӗ, Чӑвашсен Чӗмпӗрти ҫутӗҫ институчӗн преподавателӗ (1920—1923). 1923—1926 ҫулсенче Азербайджан университечӗн хӗвелтухӑҫ факультечӗнче ӗҫленӗ. 1925 ҫултанпа — тюркологи докторӗ. Николай Ашмарин Хусанти Хӗвел тухӑҫ педагогика институчӗн проф-че ӗҫленӗ. 1929 ҫулта ӑна СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспондентне суйланӑ.

Ӗҫӗсем

Николай Ашмарин чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ — чӑваш сӑмахӗсен 17 томлӑ словарӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурӗ 40 пин сӑмаха яхӑн. Ахаль сӑмахсемсӗр пуҫне ял, шыв-шур, ҫырма-ҫатра, вӑрман, раща ячӗсемпе, кивелнӗ сӑмахсемпе, ваттисен сӑмахӗсемпе тата каларӑшсемпе, чӑваш йӑли-йӗркисемпе, халӑх кӑмӑл-туйӑмне палӑртакан юрӑсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.

Малтанхи икӗ томӗ — 1910, 1912 ҫулсенче, пӗтӗмӗшпе Совет тапхӑрӗнче ҫутӑ кун курнӑ. 17-мӗш томӗ 1950 ҫулта Шупашкарта пичетленсе тухнӑ.

Николай Ашмарин чӑваш чӗлхипе Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти тӗрӗк чӗлхисенчи евӗрлев сӑмахӗсене «Основы чувашской мимологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ӗҫӗсенче тарӑннӑн тишкерсе тухнӑ.

Паллӑрах ӗҫӗсем

  • «Болгары и чуваши» (Хусан, 1902);
  • «Материалы для исследования чувашского языка» (Хусан, 1898);
  • «Опыт исследования чувашского синтаксиса» (1 пайӗ. Хусан, 1903; II пайӗ. Хусан, 1923);
  • «Заметки по грамматике чувашского языка» (24 лекци. 1976).

Вӗсен тематики питӗ анлӑ:

  • чӑваш халӑхӗпе унӑн чӗлхин историйӗ;
  • чӑваш чӗлхин сасӑ тытӑмӗ (фонетика);
  • морфологи;
  • предложенисен тӗрлӗ синтаксис конструкцийӗ, падеж системи, хисеп категорийӗ (синтаксис);
  • диалектологи
  • тата ыттисем те.

Вуламалли

  • Петров Н.П. Библиография печатных трудов Н.И.Ашмарина // Н.И.Ашмарин — оснопоположник чувашского языкознания. Ч., 1971;
  • Егоров В.Г. Н.И.Ашмарин как исследователь чувашского языка. Изд. 1-е. Ч., 1948; изд. 2-е. Ч., 1970;
  • Н.И. Ашмарин — основоположник чувашского языкознания. Сб. статей ЧНИИ. Ч., 1971;
  • Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
  • Малов С.Е. Памяти Н.И.Ашмарина // Записки Чувашского научно-исследовательского института языка, литературы и истории. Вып. 1. Ч., 1941.
  • М.Р.Федотов. Н.И. Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности. ЧГИГН. Чебоксары — 1995.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2019-04-22 10:06:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 34691 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем